Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сан сӑну (Николай Карай)

Сан сӑну маншӑнах ятарса
Ӳкнӗ-ши журнал пичӗ ҫине.
Сан ҫинчен хаваспа вуласа
Ҫийӗнчех пӗлтӗм эп эс камне.
Илӗртет журнал пичӗ ҫинчен
Кӑмӑла хӑпартса сан сӑну.
Сан сӑну ҫав тери хитререн
Калама ҫук хитре пуль чуну.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-27 22:11:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2778 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем